Тӗлпулура икӗ ен ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Юрма» хапрӑк бройлер чӗпписен урисене Китая ӑсатма тытӑнӗ.
Чăваш Республикин Ялхуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китайран килнӗ ҫынсем агрохолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Хӑнасене экспорт тумалли продукци пахалӑхӗ килӗшнӗ. Халӗ вӗсем Китая чӑх-чӗпӗн 11 тӗслӗ аш-какайне ӑсатассине сӳтсе яваҫҫӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енри ялхуҫалӑх продукцийӗн ҫуррине Китая ӑсатаҫҫӗ. Пӗлтӗр экспорт 41,8 процентпа танлашнӑ.