Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Нарӑсӑн 2020, 15:55

Республикăра роботизациленĕ пĕрремĕш ферма пур!

Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 420 миллион тенкĕ. Пилот проектне хывнă тăкаксене саплаштармалли срок — 3 çултан пуçласа 5 çул таран.

Абзелил районĕнчи «Красная Башкирия» СПКра хура-ула ăратлă 800 пуç ĕне усракан роботизациленĕ ĕне фермин пĕрремĕш черетне хута янă. Продуктивлăх кашни ĕне пуçне çулталăкне 9 пин кг пуласса кĕтеççĕ, фермăра çуллен 7,2 пин тонна сĕт суса илмелле.
Асăннă проект республикипе пĕртен-пĕрре: ĕне сăвакан роботсемпе халиччен усă курман. Пĕрремĕш корпусĕнче ĕне сăвакан Lely Astronaut A5 ултă робот, вакуум йышши Lely Discovery Collector 120 виçĕ робот-уборщик, курăма куçаракан-валеçекен робот лартнă. Иккĕмĕш корпусра та çавăн чухлĕ пулать.
Паян республикăри роботизациленĕ пĕрремĕш ферма ĕçĕпе Абзелил районĕнче иртекен республика канашлăвне хутшăнакансем паллашнă.
Пĕтĕм производство циклне робот пурнăçлать, вăл ĕне сăвать, выльăхсен сывлăхне пăхса тăрать, усрамалли условисене тивĕçтерет. Сĕт пахалахĕ — чи çÿллĕ шайра. Экстра-класс сĕчĕн хăйхаклăхĕ 18 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Пушкăртстан Пуçлăхĕн указĕпе çакнашкал фермăсем республикипе 20 пулмалла. Çакă вăл Раççейри роботизациленĕ пĕрремĕш ферма.
— «Красная Башкирия» тĕслĕхĕпе эпир пирĕн аграрисене роботизациленĕ ферма ку чухнехилле производство кăна мар, экономика тĕлĕшĕнчен тупăшлă та пулнине кăтартса паратпăр, — палăртса хăварнă Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: