Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Нарӑсӑн 2020, 14:33

Çуракине хатĕр

Пушкăртстан кăçалхи çураки кампанине пĕтĕмпех хатĕр, пĕлтереççĕ Ялхуçалăх министерствинче.

Регионри хуçалăхсенче 295 пин тонна çуртри пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне, кирли тĕлне 100 % хатĕрленĕ. Вĕсенчен 33 пин тони — суперэлита тата элита.
Республикипе 2 млн гектар çуркунне акмалла пулать, çав шутра 1,35 млн гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, кĕрхи культурăсене 400 пин гектар акса хăварнă.
Çураки ĕçĕсене 12 пин трактор хутшăнать, вĕсенчен 2,2 пинĕшĕ — гусеницăллисем. Анасем çине тăпра хатĕрлеме 10 пин трактор агрегачĕ тухать, 4,8 пин агрегат акать. Пур техникăпа çураки ĕçĕсене календарлă 12—14 кун тăршшĕнче вĕçлемелле.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: