Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
11 Мартӑн 2020, 18:44

«АГРОКОМПЛЕКС-2020» форумра минитрактор вылянать

Уфара мартăн 17—20-мĕшĕсенче «АгроКомплекс» пĕтĕм тĕнче выставки тата Агропромышленность форумĕ иртет.

«АгроКомплекс» пĕрремĕш выставки 30 çул каярах пулнă. Халĕ вăл Раççейри аграрисем, власть органĕсем, наука, бизнес хушшинчи калаçăва илсе пымалли хăватлă платформа пулса тăнă.
Форумпа выставкăна ПР Правительстви, ПР Ялхуçалăх министерстви, Пушкăртри выставка компанийĕ йĕркелеççĕ.
Кашни çул Раççĕйри чи пысăк агрохолдингсем, вак тата вăтам бизнес «АгроКомплекса» суйласа илеççĕ. Виççĕмĕш çул Уфа экспозицин парнетрĕ Чехи пулса тăрать. Австри тата Молдава хăйсен экспозицине тăратаççĕ. Кунтах вырăнти фермерсем, кооперативсем, Пушкăртстанри паллă компанисем хăйсен таварне тăратаççĕ. Ярмăрккăра предпринимательсем çĕнĕ поставщиксене тупма пултараççĕ.
Форум йĕркипе «Трансформация АПК: глобальные тренды 2030» пленум ларăвĕ пулать.
«Развитие сельских территорий – основа регионального развития», «Малый бизнес на селе и кооперация: первые шаги и ориентиры 2030» секцисенче тĕплĕ калаçу пулмалла.
Агропромышленность форумĕнче пуçласа Инвесторсен клубĕн ларăвĕ иртет. АПК сферин специалисчĕсем хушшинче минитрактор вылятаççĕ. Тĕплĕнрех —- www.agrobvk.ru
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: