Паянхи кун тĕлне Киров ячĕллĕ кооператив ялхуçалăх ĕçне ăнăçлă илсе пыраканнисен шутĕнче. Палăртнă вăхăт тĕлне Ситекпуçне ялхуçалăх управленийĕн, Гостехнадзор инспекцин специалисчĕсем, хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем пухăнчĕç.
Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Газинур Мухаметович Хисматов кăçал пирĕн аграрисене мĕн чухлĕ ĕç кĕтни пирки каласа пачĕ. 73 пин гектар акмалла: 35 пин гектар çуртри культурăсем, 13 пин гектар выльăх апачлĕх культурăсем, 14 пин техника культурисем.
Пухăннисем умĕнче управленинчи тĕп агроном Ирек Хабибуллин, «Россельхозцентр» ФГУ филиалĕн ертÿçи Флорит Исламов, главнăй инженер Виталий Ерофеев, ИКЦ главнăй специалисчĕ Вагиз Каримов тата ыттисем сăмах каларĕç.
Ситекпуçĕнче ĕçлеме пĕлеççĕ, техникăна юратаççĕ - куллен техосмотр иртеççĕ. Нумай пулмасть кооператив председателĕн тилхепине тытнă Александр Тихонов производство хăвачĕпе паллаштарчĕ. Кĕлетсенче вăрлăх тата минераллă удобрени çителĕклĕ. Кадр ыйтăвĕ кăна пăшăрхантарать. Семинара пĕтĕмлетнĕ май, ытти хуçалăхсен камран тĕслех илмелли паллă пулчĕ.
Семинарăн практика пайне район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин та хутшăнчĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.