— Кĕрхи культурăсен анисем çинче МТЗ-82 тракторпа икĕ агрегат минераллă удобрени хывать, — каласа парать хуçалăх ертÿçи Ильгиз Асфандияров. — Кунта ыраша апатлантарнă çĕрте Нургалей Касымовпа Сарвар Салимов механизаторсем ĕçлеççĕ. Сеялкăсемпе Ринатпа Радмир Сабитов пĕртăвансем тăрăшаççĕ. Вĕсене Нургали Загидуллинпа Игорь Брыксин сеяльщиксем пулăшаççĕ. Минераллă удобрение агрегатсем патне ана çине Марс Ахметшин водитель турттарать. Инçетри анасем çинче Ренат Фархутдиновпа Ильшат Касымов механизаторсем икĕ Т-150 тракторпа сÿрелеççĕ. Тăпра типнĕ, агрегатсем иртнĕ хыççăн тусан хăпарать. Васкамалла. Ахальтен мар пулĕ çурхи кун çулталăк тăрантать тесе калаççĕ.