Районĕпе 43 пин гектар ытла тĕрлĕ культурăсем акмалла. Шăпах уй-хирсенче халĕ тĕп ĕç-хĕл пырать. Акмалли лаптăксенчен ытларах пайне — 29 пин ытла гектарне — хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ĕçлесе хатĕрлеççĕ.
— Манăн хуçалăхра тăватă пин ытла гектар, çав шутра çуртри тата кĕрхи культурăсем, — каласа парать Александр Николаевич Милютин фермер. — Ыттисенни пекех, кун йĕркинче пĕр задача — вăхăтлă та срокра акса пĕтересчĕ. Сĕлĕ кăçал 1145 гектар пулать. Халĕ ăна акса пĕтеретпĕр. Черетре 520 гектар тулă, 475 гектар тĕшлĕлĕх хĕвалçавранăш. Силос валли куккурус акмалла.
Халĕ уй-хир ĕçченĕ шутлă. Сĕлĕ акнă çĕрте К-700 тракторпа Алексей Егоров лайăх ĕçлет. Сÿреленĕ тата тăпрана пусăрăнтарнă çĕрте МТЗ-82 тракторсемпе Владимир Куляковпа Владимир Тимофеев тăрăшаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.