Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Июлӗн 2021, 13:19

Пушкӑртра ял хуҫалӑх микроçыравĕ иртет

Пушкӑртстанра, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ял хуҫалӑх микроçыравӗ иртет. Ҫак ӗҫе тума 1828 ҫынна явӑҫтарӗҫ, пӗлтерчӗ июлӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑртстанстат ертӳҫин ҫумӗ Ильдар Загидуллин.  

Пушкӑртра ял хуҫалӑх микроçыравĕ иртет
Пушкӑртра ял хуҫалӑх микроçыравĕ иртет

Пушкӑртстанра, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ял хуҫалӑх микроçыравӗ иртет. Ҫак ӗҫе тума 1828 ҫынна явӑҫтарӗҫ, пӗлтерчӗ июлӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑртстанстат ертӳҫин ҫумӗ Ильдар Загидуллин.

Докладчик палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра ҫырава АПКри 800 ытла ял хуҫалӑх организацийӗ, 4 пин ытла хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тата ИП хутшăнма тивӗҫлӗ. Унсӑр пуҫне 2,4 пине яхӑн граждансен (сад юлташлӑхӗсен) коммерциллӗ мар пӗрлешӗвӗсем тата 677 пин килти хушма хуҫалӑх ҫырӑнӗҫ.

Ҫак ҫырав урлӑ илнӗ сведенисен шутӗнче — ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлекен ҫынсен шучĕ, ҫӗр участоксемпе вӗсемпе усӑ курни, ял хуҫалӑх культурисен лаптӑкӗсемпе нумай çул ÿсекен курăксем. Ҫыравра ҫавӑн пекех хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗх йышне шута илмелле.

Халӑхӑн хуҫалӑхӗсемпе коммерциллӗ мар пӗрлешӗвӗсене планшет компьютерӗсемпе августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ҫыравҫӑсем ыйтса пĕлӗҫ. Ял хуҫалӑх ыйтӑвӗн вӑтам вӑхӑчӗ 20— 25 минут шутланать.

Ялуҫалӑх çыравне хутшăнакан ҫырса илекенсен паспорт кӑтартмалла, унпа пĕрле экипировка тата удостоверени пулать.

«МГ» информацийĕпе.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: