

Пушкӑртра вырма кампанийĕ хăвăртлăх илет.
Кӗрхи тырра 40 район, ҫуртрисене — 26 районта пуçăннă. Пӗтӗмӗшле илсен, 146 пин га ҫӗнӗ тыр-пул çулнă, 224 пин тонна ытла тонна тырӑ тĕшĕленĕ. Кӗрхи культурăсен вӑтам тухӑҫĕ 18,2 ц/га, ҫуртри тӗштырӑсемпе пăрçа йышши культурăсем — 12,6 ц/га шутланать.
Чекмагуш районӗнче кӗрхи кӗрхи тырӑсене çаврăм пуçне 30 ц яхӑн пухаҫҫӗ, Аургазă тата Кармаскалă районӗсенче — гектар пуçне 25-шер ц.
Ҫуртрисен чи лайӑх тухӑҫĕ Уфа районӗнче: 20,1 ц/га.
2021 ҫулхи тухăç валли 3 млн га акнӑ, вӗсенчен 1,74 млн га тӗш-тырӑ тата пӑрҫа йышши культурăсем акнӑ. Кӗрхи тырӑсене 363 пин га акнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.