Районти ялхуҫалӑх управленийӗнче ялхуҫалӑх предприятийӗсенче тырӑ вырмалли ӗҫе яланах контрольте тытса тӑраҫҫӗ. Ку ҫул пирӗн аграрисемшӗн тырӑ-пулӑ ÿстерме кӑткӑс та нумай тӑкаклӑ пулчӗ — вӑраха тӑсӑлакан уяр ҫанталӑка пула. Унсӑр пуҫне, аран-аран ҫитӗнтернӗ тыр-пул тухӑҫне вӑхӑтра пухса кĕртмелле тата ҫухатмалла мар.
— Ахӑртнех, паллӑ сӑлтавпа кăçал пирӗн тырпул иртнĕ ҫулсенчен сахалтарах пулӗ, анчах та ку пуç усма сӑлтав мар, — тет «Урожай» ООО ертӳҫи Юрий Иванов. — Мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли курăм ҫителӗклӗ хатĕрлерĕмĕр. Сутмалăх утӑ та пур. Пĕрчĕллĕ культурӑсене пуҫтарнӑ чухне комбайнерсене кашни пучаха пуҫтарса хума конкретлӑ тӗллев лартнӑ. Вырма ӗҫне виҫӗ комбайн явӑҫтарнӑ. Вӗсем донникпа кĕрхи рыжика пуҫтарнӑ ӗнтӗ. Часах кӗрхи ыраш валемӗсене пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ. Кӗрхи ыраш типӗ ҫулта та, çаврăм пуçне 12 центнер тухать. «Дон-1500-Б» комбайнпа опытлӑ механизатор ӗҫчен те яваплӑ Иван Пекин ӗҫлет. КАМАЗ автомобильсен икӗ водителӗ Вячеслав Семенов тата Раяс Хайбрахманов комбайнсем айӗнчен тырӑ турттараҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.