Августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ҫӗршывра ял хуҫалӑх микроçырав иртет.
Ҫыравҫӑ унӑн полномочисене ҫирӗплетекен удостоверени тата кам пулнине ҫирӗплетекен документ кӑтартать.
Ялхуҫалӑх организацийӗсене, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм предпринимательсен хуçалахĕсене тишкерсе тухмалла; харпӑр хушма хуҫалӑхсене тата ялти граждансен уйрӑм хуҫалӑхӗсене (!), коммерциллӗ мар юлташлӑхсене. Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен ҫӗр ресурсӗсем, ял хуҫалӑх культурисемпе нумай ҫул ӳсекен йывӑҫ-курӑк лаптӑкӗсем, выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк йышӗ, ҫӗрсемпе усӑ курни, ҫурт-йӗр тума, газонсем, калчасем, хуҫалӑх тытса пымалли условисем пирки ыйтусем ҫине хурав памалла.
Граждансен хушма тата ытти уйрӑм хуҫалӑхӗсене, ҫавӑн пекех граждансен коммерциллӗ мар пӗрлешӗвӗсене ҫыравҫӑсем килеҫҫӗ. Вӗсем ҫырав лисчĕсене тултарма планшетлӑ компьютерсемпе усӑ кураҫҫӗ.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Степан Чиглинцев.