+1 °С
Уҫҫӑнах
Витре илетпӗр (тимĕр витре илмесен лайӑхрах), унта вĕри (тин вӗретнӗ) шыв яратпӑр, ҫур литр кӗл хушатпӑр, пӑтрататпӑр, хупӑлчапа витетпӗр те талӑклӑха тӑрататпӑр.
Тепӗр кунне çав шыва теркăпа çур татӑк хуҫалӑх супӑнӗ (супăнь юлашкийĕсене те ярсан юрать) яратпăр. Пӑтрататпар та каллех талӑка хӑваратпӑр.
Халӗ ӗнтӗ, лайӑх хутӑштарса, ҫав шывпа хуртсене хирӗҫ усӑ курма пулать. Ҫӑпала илетпӗр те ҫав хутăшпа купӑста пуçĕ варрине асӑрханса шӑваратпӑр. Хуртсене ҫунтарса ярать — тепӗр кунне вӗсем пулмаҫҫӗ, купӑста сывах юлать.
Сезонра хуртсенчен темиҫе хут та ҫакӑн пек тума пулать.
МИХ информацийĕпе.