Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
19 Августӑн 2021, 09:23

13 çултанпа çĕр ĕçне пуçăннă

Игнашкинăри Владимир Ананьевич Павлов механизатор «Олвас» ОООра хастар вăй хурать.  

13 çултанпа çĕр ĕçне пуçăннă
13 çултанпа çĕр ĕçне пуçăннă

Игнашкинăри Владимир Ананьевич Павлов механизатор «Олвас» ОООра хастар вăй хурать.

— Эпӗ 13 ҫултанпа «Михайловский» совхозра комбайнера пулăшаканӗ пулса ӗҫлерӗм, — тет Владимир Ананьевич. — Манӑн атте Ананий Афанасьевич фронтовик пулнӑ, техникӑна юратнӑ тата малта пыракан комбайнер пулнӑ, хӗллехи тапхӑрта вара тимӗрҫ лаҫҫинче вӑй хунӑ. Анне Ольга Михайловна пирӗн тӑрӑхра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче трактористка пулнӑ. Вӑл «Фордзон» тракторпа ĕçленĕ. Аттепе анне пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ тата ҫемьери педагогика ӗҫ воспитанинче йӗркеленнӗ.

Опытлӑ механизатор çумне хуҫалӑхра хăватлă Т-150 трактор ҫирӗплетнӗ. Вӑл уй-хирте ҫуркуннеренпе сӗм кӗркуннеччен пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлет. Кӑҫал тырӑ вырасси вӑраха пыракан уяр ҫанталӑка пула хăвăрт вĕçленнĕ. Анчах пирӗн аграрисем çитес çулхи тухӑҫ пирки шухӑшлаҫҫӗ. Акӑ Владимир Павлов кӗрхи культурӑсене ҫывӑх вӑхӑтра акма пуҫлакан уй-хирсене хатӗрлеме тытӑннă.

— Тивӗҫлӗ канура пулин те, механизатор ӗҫне пăрахма шухӑшламастӑп, — малалла калать ӗҫ ветеранӗ. — Кӑҫалхи августӑн 15-мӗшӗнче 65 ҫул тултартӑм. Мӑшӑрпа Надежда Михайловнапа эпир хӗрӗх ҫул пурӑнатпӑр, тӑван ялта пысăк та ҫутӑ ҫурт лартрăмăр, виҫӗ ывӑл ҫитӗнтертĕмĕр, вӗсем те техникӑпа туслӑ. Акӑ темиçе кун маларах икӗ ывӑл ҫитӗнтерекен Анатолий ывӑлăн пӗчӗк ача ҫуралчĕ. Ку вӑл манӑн юбилей ячӗпе панӑ чи лайӑх парне пулчӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

13 çултанпа çĕр ĕçне пуçăннă
13 çултанпа çĕр ĕçне пуçăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: