Сухоречкăри вӑтам шкул ҫумӗнчи вӗренӳпе сӑнав участокӗ 0,6 га йышăнать. Пахчара уйрӑмсем палăртнă: биологи, производство, вӑрлӑхлӑх, эмел, улма-ҫырла, декоративлă.
Шкул территорийӗнче улма-ҫырла культурисенчен чие, хура хурлӑхан, хура пилеш, хӑмла ҫырли, терн, хĕрлĕ пилеш ÿсет.
Ильмира Фаридонова биологи учителӗпе пӗрле шкул ачасем хӑйсем валли кӑна мар, сутма валли те калча (рассада) ҫитӗнтереҫҫӗ. — Кӑҫал улма-ҫырла культурисем пысӑк тухӑҫ пачӗҫ. Томатсен виҫи тӗлӗнтерчӗ. Кашни помидорĕ вӑтамран 300-400 грамм таяҫҫӗ», — палӑртать Ильмира Ильгизовна.
Кашни ҫулах ҫуркуннепе ҫулла классем пахчара опытсем тӑваҫҫӗ. Кӑҫал учительпе пӗрле вӗренекенсем ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫлӑхне хӗреслӗ блошкӑпа (крестоцветная блошка) кӗрешессинче халăх меслечĕсен (химикатсемсĕр) эффективлăхне тӗрӗслерӗҫ.
Алевтина СЕМЕНОВА,
районти вĕренту пайĕн методисчĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алевтина СЕМЕНОВА.