Кун пек пысӑк калӑпӑшпа хăйсем кăна ӗҫлесе ĕлкĕреймеҫҫӗ тата ӗҫе хушма вӑйсем явӑҫтарма та хатӗр.
— Оренбург енне Каныкай урлӑ трассӑсем тӑрӑх час-часах çÿрекен ҫынсем хирте тӗлӗнмелле хастарлӑха асăрхаҫҫӗ пулмалла. Ку вӑл — Булат Нугумановăн ҫӗр ҫырли ÿстерекен хуҫалӑхӗ, — çырать социаллă сетьри хăйĕн страницинче район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов. — Ҫак кунсенче пулса иртнӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫын хӑйӗн ахаль мар ӗҫӗнче тем ҫӗннине шыранинчен тата пĕрмай ӗҫе кӗртнинчен тӗлӗнтӗм. Кӑҫал кӗркунне Булат ҫӗнӗ ҫӗр лаптӑкне алса тӑкрӗ, скважина шӑтарса шӑварма валли искуственнăй кÿлĕ турӗ. Халӗ ҫӗр ҫырли лартать. Ахаль те мар, ҫӗнӗ технологипе усӑ курса пленкӑпа тумлампа шӑвармалла тăвать. Ытларах хӑйсен тăванӗсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ. Анчах та кун пек пысӑк калӑпӑшпа ӗҫлесе ĕлкĕреймеҫҫӗ тата ӗҫе хушма вӑйсем явӑҫтарма та хатӗр. Кӑҫал 2 га яхӑн ҫӗр ҫырли лартма планлаççĕ.
Ӑнӑҫу сана Булат! Шанатӑп: ҫакӑн пек хастар та ӗҫчен ҫынсене пула пирӗн район ҫинчен республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те пӗлӗҫ!
P.S. Кама интереслӗ, ҫавсене Булат страницине ссылка паратӑп. Кунта ҫӗр ҫырли çинчен, ÿстермелли технологи тата пухасси ҫинчен пурте пур. https://vk.com/klubnika102
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьсем.