Çутă çул
+11 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Сентябрӗн 2021, 13:14

Пушкăртстанра хĕвелçаврăнăш пухма пуçланă

Пушкӑртра 46 пин тонна хӗвелҫаврӑнӑш ҫапнӑ, пĕлтернӗ регионти Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.  

Пушкăртстанра хĕвелçаврăнăш пухма пуçланă
Пушкăртстанра хĕвелçаврăнăш пухма пуçланă

Пушкӑртра 46 пин тонна хӗвелҫаврӑнӑш ҫапнӑ, пĕлтернӗ регионти Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.

«Тӗп çу культурине — хӗвелҫаврӑнăша пухса кĕртесси вăй илсе пырать. Сентябрĕн 13-мӗшӗ тĕлне ҫак культурӑна туса илекен 36 районти хуҫалӑхсем 36 пин гектар лаптăка авӑрланӑ. Республикӑра хӗвелҫаврӑнӑш пурӗ 254 пин гектар йышӑннине шута илсен ӗҫ малалла нума -ха", — палӑртнӑ аграри ведомствинче.

Паянхи кун ҫу пуçĕсене пӗтӗмӗшле пухасси 46 пин тонна ытла, вӑтам тухӑҫ гектартан 12,5 центнер пулнӑ. Типӗ ҫуллана шута илсен, ку начар мар кӑтарту, пӗлтерчӗҫ аграрисем.

Ҫав хушӑрах Пушкӑртстанри виҫӗ районта — Аургазă, Буздяк тата Дюртюли — вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 21,4—22,8 центнерпа танлашать.

"Республикӑра ҫу культурисем 355 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Регион аграрийӗн хӗвелҫаврӑнӑшӗсӗр пуҫне кӑҫал йӗтӗн хастар ÿстереççĕ. Унӑн пухса кĕртесси вӗҫленсе пырать. Хальлӗхе 49,7 пин гектартан икӗ виҫҫӗмӗш пайне авӑрланӑ", - тесе ҫирӗплетнӗ Пушкӑртстан Ялхуçалăх министерствинче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчекĕ: Валерий Шахов.

Пушкăртстанра хĕвелçаврăнăш пухма пуçланă
Пушкăртстанра хĕвелçаврăнăш пухма пуçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: