Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Сентябрӗн 2021, 11:54

Пушкӑрт аграрийӗсем миллион тонна яхăн сахӑр кӑшманӗ пухма палӑртаҫҫӗ

Пушкӑрт аграрийӗсем сахӑр кӑшманне кăларма пуҫларӗҫ, пӗлтерчӗҫ республика Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.  

Ведомствӑн оперативлӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, паянхи кун Пушкӑртстанри пылак тымарçимĕçе пуҫтарма кăшман акакан 16 районтан улттӑшĕ кăларма тытăннă. Сахăр тымарçимĕç тухӑҫне Благовар, Буздяк, Давлекан, Кармаскалă, Кушнаренкă тата Чишма районӗсем пухаҫҫӗ те ӗнтӗ.

"Лидерсенче халӗ Благовар район хуҫалӑхĕсем, вĕсем 11,9 пин тонна тымарçимĕç пухнӑ. Регионта пурӗ 34 пин тонна сахӑр кӑшманӗ кăларнă, вӑтам тухӑҫ гектартан 201 центнер сахӑр кӑшманӗ тухать", — тенĕ Пушкăртстан Ялхуçалăх министерствинче. Кӑҫал республикӑра сахӑр кӑшманне акма 36,5 пин гектар ытла уйӑрнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑри сахӑр завочӗсене пылак тымарçимĕç турттарма пуҫлаççĕ.

Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министрӗн — Правительство вице-премьерĕн Ильшат Фазрахмановăн сăмахĕсене тĕпе хурса, кӑҫал регионта миллион тонна яхăн сахӑр кӑшманӗ пухма палӑртнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑрт аграрийӗсем миллион тонна яхăн сахӑр кӑшманӗ пухма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑрт аграрийӗсем миллион тонна яхăн сахӑр кӑшманӗ пухма палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: