Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Сентябрӗн 2021, 09:02

Тулубай ферминче çĕнĕлле ĕçлесшĕн

Выльӑх апачӗн сырăшĕсем вырӑнне Рафиль Арслановăн Тулубай ферминче курăм сӗтел пулӗ.  

Тулубай ферминче çĕнĕлле ĕçлесшĕн
Тулубай ферминче çĕнĕлле ĕçлесшĕн

Выльӑх апачӗн сырăшĕсем вырӑнне Рафиль Арслановăн Тулубай ферминче курăм сӗтел пулӗ.

— Паян сӗтпе тавар фермисенче апат сӗтелӗсене, кашни ӗнешӗн хӑнӑхнӑ уйрӑм выльӑх апачӗ вырӑнне, ӗҫе кӗртме хирӗҫлекенсем те, ырлакансем те пур, — тет Рафиль Маратович фермер. — Апат сырашĕсене яланах таса тытса тӑмалла, выльӑх апачӗ пуррине тӗрӗслемелле. Кунта вара ӗнен апачӗ урайĕнчех, ҫавӑнпа та эпир курăмне çапла парса пӑхма шутларăмăр, выльӑх апачӗсен сырашĕсене пуҫтарма, апат сӗтелӗ ҫине куҫма шут тытрӑмӑр.

Тулубайсем апат сӗтелӗ ҫинче выльӑх апачӗ куçарассипе юсаса ҫӗнетмелли профиль юсавне симменталь йӑхӗнчи аллӑ пуҫ выльăх усракан ӗне витинче пуҫарнӑ. Пӳлӗм площадьне пӗтӗмпех бетонласа тухнӑ. Тислӗке тасатма механикăлла тӑвас тесе икӗ енчен те транспортер линийӗ хывнӑ. Апатне валеçессине те механизациленӗ.

— Пӗтӗм ӗҫе Григорий Зиновьев бригадир ертсе пынипе Роман Бондаревпа Михаил Южанинов туса пӗтерчĕç, — малалла каларӗ Рафиль Арсланов. — Вӗсен апат сӗтелӗн икӗ енне юпасем лартмалла, уйрӑм пӳлӗмсем тумалла тата кашни ӗне валли вырӑнсем сармалла. Тен, малашне ӗне сумалли залсӑр сӑвассине те йӗркелӗпӗр. Сумалли установкăсене ĕне вити ӑшнех вырнаҫтаракан тӗслӗхсем те пур ӗнтӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тулубай ферминче çĕнĕлле ĕçлесшĕн
Тулубай ферминче çĕнĕлле ĕçлесшĕн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: