... Халӗ сирӗн чӑхсем сад участокра пулсан — сире 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççĕ... Ҫакӑ питӗ хурлантарать-и тата ҫавӑн пекки мĕнле пулса тухнӑ? Сайтра вулăр.
Сад ӗрчетме палӑртса хунӑ ҫӗр ҫинче Раҫҫей ҫыннисене ял хуҫалӑх чӗрчунӗсене усрама юраманнине аслӑ суд ҫирӗплетнӗ. Кун пирки "Российская газета" ҫырать.
Аслӑ суд инстанцийӗ Волгоград облаҫӗнче пурӑнакан, ҫӗрсемпе усӑ курмалли тата сыхламалли Патшалӑх инспекцийӗ участокра чӑх витине тупнӑ. Ҫав хушӑрах ҫак ҫӗр ҫинче сад ӗрчетме кӑна ирӗк панӑ. Ҫавна пула хӗрарӑма вунӑ пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунă. Хаҫат ҫак административлӑ правӑна пӑснӑшӑн чи пӗчӗк наказани пулнине палӑртать.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр лаптӑкӗсен харпӑрҫисем тата арендаторсем тавралӑха сиен кӳме пултарайман тӗллевсемпе, ҫав шутра ҫут ҫанталӑк объекчӗ шутланакан ҫӗрпе, усӑ курмалла мар. Штрафа ҫӗр лаптӑкӗн 0,5-1 процентӗнчен кая мар, вунӑ пин тенкӗрен кая мар виҫепе палӑртаҫҫӗ. Кадастр хакне палӑртман пулсан наказани вунӑ пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран пулать.
"Сирӗн участок пулӑшу хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулсан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме пулать", — ӑнлантарчӗ Раҫҫей юристсен Ассоциацийӗн членӗ Мария Спиридонова "Российская газета" хаçатпа пына калаҫура. Ҫавӑн пекех юрист хурт-кӑпшанкӑсене ветеринари содержанийӗ ҫинчен калакан требованисене пӑхӑнсан кăна сад участокӗнче вĕллесем тытма пулать тесе хушса хучӗ.
МИХ информацийĕпе.