Çутă çул
+24 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
29 Сентября 2021, 05:39

Пушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ

Кӑҫалхи çанталăка кура тухӑҫ начар мар пулнă — гектартан 12,3 центнер.

Пушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕПушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ
Пушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ

Республикӑра сентябрӗн 28-мӗшӗ тӗлне 172 пин гектар хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарнӑ — ҫак культурӑн пӗтӗм лаптӑкӑн иккӗ виççĕмĕш пайне. Пĕтĕмĕшле тĕшĕленĕ ҫу культури 211 пин тонна шутланнӑ. Кӑҫалхи çанталăка кура тухӑҫ начар мар — гектартан 12,3 центнер.

Ку енӗпе Давлекан районӗнчи хуҫалӑхсем ӑнӑҫлă ĕçленĕ, унта 16,8 пин тонна ҫу культурин вӑрлӑхне пухнӑ, вӑтам тухӑҫ 15 ц/га. Хӗвелҫаврӑнӑшăн начар мар тухӑҫне Стерлитамак аграрийӗсем пуҫтараҫҫӗ, районта пĕтĕмпе 15,4 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ, тухӑҫлӑх 16,7 ц/га.

 «Башинформ» информацийĕпе.  

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.  

Пушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ
Пушкăрт аграрийĕсем 210 пин тонна ытла хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ пухса кĕртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас