Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Сентябрӗн 2021, 09:10

Республикăра 160 пин тонна ытла сахăр кăшманне заводсене ăсатнă

Пушкӑртстанри сахӑр завочӗсене 161 пин тонна сахӑр кӑшманӗ янӑ, пӗлтернӗ регионти Ялхуҫалӑх министерствин пресс-службинче.  

Сахӑр кӑшманне пуҫтарма республикӑри кăшман акакан 16 районти хуҫалӑхсем хутшӑнаççĕ. Юлашки кӑтартусем тӑрӑх, 16 пин га е ҫак культурӑпа акнӑ пӗтӗм лаптӑкӑн 43 процентне чавса кăларнӑ.

"Вӑтам тухӑҫ гектартан 237,5 центнер тухать, — хыпарланă Пушкӑртстан Ялхуçалăх министерствин пресс-службинче. — Тымарçимĕçсене пĕтĕмпе сахалтан та 370 пин тонна пухнӑ. Вӗсенчен 161 пин тоннине сахӑр завочӗсене илсе çитернĕ".

Сахӑр кӑшманӗн чи лайӑх тухӑҫне хальхи вӑхӑтра Кармаскалă районӗнчи хуҫалӑхсем —гектартан 350 центнер — кӑтартаҫҫӗ. Анчах республикӑн ҫак районӗнче кӑшман лаптӑкӗсем пысӑках мар — 465 гектар, вӗсенчен 90 процентне чавнӑ ĕнтĕ.

Пачах урӑхла, Пушкӑртстанри Благовар районӗнчи сахӑр плантацийӗсем пысăк — 7 пин га яхӑн, вӗсенчен ҫуррине кăларнă, палӑртнӑ аграри ведомствинче.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.

Республикăра 160 пин тонна ытла сахăр кăшманне заводсене ăсатнă
Республикăра 160 пин тонна ытла сахăр кăшманне заводсене ăсатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: