Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
4 Октябрӗн 2021, 14:36

Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать

Кӑҫалхи кӗрхи ҫӗртме сухаланипе районта "Родник" Агрофирма ООО лидер шутланать.  

Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать
Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать

Кӑҫалхи кӗрхи ҫӗртме сухаланипе районта "Родник" Агрофирма ООО лидер шутланать.

— Ялхуҫалӑхӑн кӑткӑс та йывӑр сезонӗ вӗҫленет, — тет агрофирма ертӳҫи Сергей Михайлов. — Кӑҫал вӑйлӑ шӑрӑх мӗнпур культурӑсен тухӑҫлӑхне чылай чакарчĕ. Уй-хир ӗҫӗсен сезонӗн уйрӑмлӑхӗ вара уй-хирсене, унччен акса-туса илмен тата сухаламан, ҫавӑн пекех 1530 гектар площадьре хура пусси ҫӗрсене пӗтӗмӗшле ҫаврӑнӑшне кӗртни. Ҫакна ял хуҫалӑх ӗҫӗсен ҫулӗн лайӑх плюсӗ тесе шутлатӑп.

"Раҫҫей тава тивӗҫлӗ фермер" статус илнĕ С.К. Михайлов кӗрхи ҫӗртме сухалани ҫинчен цифрӑсене асӑнать. Вӗсем чӑнах та тӗлӗнтереҫҫӗ. Плугпа тарӑн 1540 гектар ҫӗре сухаланӑ, 1235 гектар йывӑр дискаторсемпе ĕçленĕ. Кӗрхи культурӑсем — кӗрхи ыраш тата тулӑ — лаптӑкӗсем 975 гектар йышăнаççĕ. Ҫак кунсенче хуратула пӗтӗмпех пуҫтарса пӗтерӗҫ.

— Опытлӑ инженер-технолог Иксан Валиев тата "Родник" агрофирма директорӗн заместителӗ Дмитрий Михайлов хӑйсен тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫлаҫҫӗ. Леонид Лакомкин тракторист ӗҫне тĕлĕхе илсе кăтартасшăн, ҫурхи культивацие 1850 гектар çинче ирттернӗскер, кӗрхи ҫӗртме 1100 гектар лаптӑк ҫинче сухаласа ирттернӗскере, мухтас тетӗп. Малта пыракан комбайнер Владислав Никитин 1530 гектар лаптӑкри тырпула пухса илчӗ, Игорь Прокопьев ака комплексӗпе 1300 гектар акнӑ. Паллах, механизаторсене пурне те ырӑ сӑмахсемпе палӑртас килет. Ку Александр Анисимов, Юрий Мускатин, Александр тата Алексей Никитинсем, Александр Леонтьев. Водительсем те лайӑх ӗҫлерӗç — Геннадийпе Михаил Гавриловсем, Геннадий Макеев. Мехток машинисчӗсем Александр Старков, Алексей тата Святослав Михайлов тӑрӑшса ӗҫлерĕç, — тет Сергей Михайлов.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать
Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать
Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать
Сергей Михайлов: Кĕр сухи туни тухăçа ÿстерме май парать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: