Республикӑри Раççей ял хуҫалӑх надзорӗ пӗлтернĕ тăрăх, Туймазă районӗнчи кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен карантинлă зонӑран ветеринарсем панă документсемсӗр чӑх-чӗп продукцине илсе тухас тенĕ.
Факта Туймазă районӗнчи Бишкураево ялĕн карантин постĕнче палӑртнӑ, полицейскисем машинăна тӗрӗслеме чарнӑ. Машинӑра ветеринари докуменчĕсемсӗр чӑх-чӗп продукцийĕ пулнă - полиэтилен хутаççипе чӗркесе хунӑ 100 кг мамӑк тĕк, 10 кг хур урисемпе пуҫӗсем.
Раҫҫей ялхуҫалӑх надзорӗн шалти ветеринари надзорӗн пайӗн инспекторĕ тупса палӑртнӑ факт тӑрӑх административлӑ право йĕркине пӑсни ҫинчен протокол çырнă. Кайăк-кĕшĕк продукцине ветеринари производстви докуменчӗсӗр малалла тĕп тума туртса илнӗ.
Аса илтеретпӗр, кайăк-кĕшĕк грипне Туймазă районӗнчи "Алтын-Каз" кайӑк-кӗшӗк фермисенче тупнӑ. Унта ЧС режимне кӗртнӗ. Вучаха пӗтернӗ хыҫҫӑн пысăк хатӗрлĕх режимĕ вăйра тăрать тата 21 куна карантин кĕртнĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.