Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Октябрӗн 2021, 12:48

Ĕççи хыççăн техникăна хĕллене упранма лартать

Хушăлкари Федор Спиридонов "Нива" комбайнпа вырмана вĕçленĕ.  

Ĕççи хыççăн техникăна хĕллене упранма лартать
Ĕççи хыççăн техникăна хĕллене упранма лартать

Хушăлкари Федор Спиридонов "Нива" комбайнпа вырмана вĕçленĕ.

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗн механизаторӗсем шанса панă техникӑпа прицеплӑ ял хуҫалӑх оборудованийӗсене юсавпа техника тӗлӗшӗнчен йӗркелесе ирттерме, вӗсене хӗллехи управа лартма уяр çанталăкпа усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

— "Нива" комбайна, йӗтӗнĕн юлашки гектарĕсене тасатса пӗтерсен, хуҫалӑхăн трактор паркне кӗртсе лартрăм, халӗ тӗвесемпе механизмсене техуход ирттеретӗп, — тет Федор Спиридонов механизатор. — Ӑна лайӑх тасатмалла, ҫумалла, болтсемпе гайкӑсене тӗрӗслемелле. Ку сезонра эпир "Нива" тырпул пухакан комбайнӗпе Владимир Дмитриевпа иккĕн ӗҫлерĕмӗр. Ыраш, сӗлӗ, урпа тата хуратул пуҫтартăмăр. 400 гектар ҫинчи хӗвелҫаврӑнӑш, чылай шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах, начар мар пулчӗ.

Федор Спиридоновӑн ӗҫ стажӗ 1983 ҫултан, вырӑнти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑранпа (ун чухне «Хушăлка» совхозӗ пысӑк та малта пыракан хуçалăх пулнă) пуҫланнӑ. Унӑн тӑванӗсем Андрей та, Татьяна аппӑшӗ те совхозра ӗҫленӗ. Вӗсем пурте ҫуралнӑ вырăнта ĕçленĕ тата айккинче телей шырама тухса кайман. Ҫамрӑк каччӑ Аксенри ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Ĕççи хыççăн техникăна хĕллене упранма лартать
Ĕççи хыççăн техникăна хĕллене упранма лартать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: