

Пушкăрт агропромышленноҫ комплексӗ сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мĕшĕччен Мускав облаҫӗнче иртнĕ агропромышленноҫри "Ылтӑн кӗркунне" 23-мӗш курава чи хастар хутшӑнакансенчен пӗри пулнă. Республика агрокомплексӗ тӗрлӗ тивӗҫлӗх 80 награда ҫӗнсе илнӗ, ҫырать регион правительствин пресс-служби.
Республика делегацийӗ, ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ – ялхуçалăх министрĕ Ильшат Файзрахманов ертсе пынӑскер, форумри ӗҫлӗ мероприятисене хастар хутшӑнчӗ.
— Пушкӑртстанри АПК экспозицине Раҫҫей агропромышленноҫĕн "Ылтӑн кӗркунне-2021" куравра 150 тăв. м лаптăкра вырнаҫтарнӑ, — ӑнлантарчӗ Ильшат Файзрахманов. — Регион инвестици вӑй-хӑватне демонстрацилеме тăрăшрăмăр.
Форум уйӗсенче ял хуҫалӑх министрӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем ирттернӗ.
Стендра Беларуҫ Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Иван Крупко пулнă. Унсӑр пуҫне Пушкăрт аграри ведомствин пуҫлӑхӗ Петербургри трактор завочӗн директорӗпе Сергей Серебряковпа тата ЭР-Телеком компанийӗн представителӗсемпе тӗл пулнӑ, вӑл агропромышленноҫ комплексне цифрӑлас енӗпе комплекслӑ йышӑнусем тума сӗнет. Октябрӗн 6-мӗшӗнче Пушкӑртстанӑн приоритетлӑ инвестици проектне пурнӑҫламалли условисем ҫинчен калакан инвестици килӗшӗвне республика Правительствипе «Мелеузовский молочноконсервный комбинат» тулли мар яваплă общество хушшинче алӑ пуснӑ.
Пушкӑрт АПК йӑлана кӗнӗ пекех куравăн конкурс программисене хутшӑннӑ. Регион предприятийӗсемпе организацийӗсем пӗтӗмӗшле 80 медаль — 47 ылтӑн, 16 кӗмӗл тата 17 пӑхӑр медаль илнӗ.
«МГ» информацийĕпе.