Ермолкинти Петр Андреевич Михайловăн ӗҫченлӗхӗ, вӑйлӑ характерӗ тата ҫӗршывне юратни — тӗп паллисем
— Ку ҫул республикӑра аграрисем тата пирӗн районта ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн уйрӑмах йывӑр пулчӗ, — тет Петр Андреевич. — Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫ ҫеҫ мар, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те тӑкак палӑрнӑ. Анчах кунпа пире хӑратаймӑн. Пирӗн аттесем те, эпир хамӑр та унашкаллине пĕрре кăна мар курнă.
Петр Михайлов хресчен (фермер) хуҫалӑхĕ çумне 260 гектар ҫӗр лаптӑкĕ ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен 100 гектар выльӑх апачӗ валли утӑ çулмалăх йышӑнаҫҫӗ, ытти площадьсенче вара ҫулсерен кӗрхи ыраш, тритикале, тулӑ, сӗлӗ тата вика акса хӑвараҫҫӗ. Тӗштырӑ культурисен вӑтам тухӑҫлӑхӗ 2021 ҫулта ярмулай ҫӗрӗсенче Михайлов фермер гектартан тӑхӑр центнер илейнĕ.
— Эпӗ хам вӑй-хала шанса ӗҫлеме хӑнӑхнă, ҫавна хамӑн ҫемьене те хӑнӑхтартӑм, — тет Петр Михайлов. — Йывӑр, анчах халлӗхе ака-суха ӗҫӗсене тулли циклпа туса пӗтеретпӗр те мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене, сӑвакан ӗнесемпе пушмаксене, пӑхатпӑр. Улӑхра лайӑх утӑ хатӗрлерӗмӗр. Пӗлтӗр ҫӗнӗ пресс-подборщик туянтӑм. Утӑ рулонӗсене кӑҫал ҫулла халӑха юрахлă хакпа сутрăм. Кӑҫал хамӑн мини-утар та пулӑшрĕ. Пыл хурчӗсем лайăх ӗҫленӗ, пыл та пулчĕ! Ҫитес ҫулхи валли ырашпа сӗлӗ вӑрлӑхӗ туянтӑм. Кӗрхи ыраша вӑхӑтра 60 гектар площадьре акса хӑварнă. Çĕртме сухалассине ҫӗр проценчӗпех ирттертӗм, халӗ пӗтӗм техникӑна: СК-5 "Нива" тӗштырӑ комбайнне тата кӑкармалли оборудование хӗллене упрама вырнаҫтарнă. Халӗ ӗҫсӗр аптрамастӑп: кӗрӳ валли пура тăватпăр. Ялта ӗҫ нихӑҫан та чарӑнмасть. Сывлӑх кӑна пултӑр!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.