Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Ноябрӗн 2021, 14:26

Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ

Çирĕклĕри ĕне ферминче ӗҫсем планпа пыраҫҫӗ.  

Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ
Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ

Çирĕклĕри ĕне ферминче ӗҫсем планпа пыраҫҫӗ.

Ялхуҫалӑх таварĕ туса илекене 2019 ҫулта пӗтернӗ хыҫҫӑн ("Самарская" Агрофирма ООО пирки калаçу пырать), ҫав хуҫалӑхӑн мӗнпур пурлӑхне тата ҫӗрӗсене аукциона тӑратнӑ, унтан сутса ҫӗнӗ хуҫасем килнӗ. Сӑмахран, ĕне фермипе ҫӗр лаптӑкӗсен пӗр пайĕ Кунаккăлти ҫамрӑк тата хастар фермерсен аллине куҫнӑ, вӗсене Ринат Саматовичпа Гульсина Камилевна Вахитовсем ертсе пыма пуҫланӑ.

— Эпир Илиш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, анчах Пишпӳлек районӗпе тата Вахитовсен хресчен (фермер) хуçлахĕпе хурӑнташланнӑ пулмалла, — тет слесарь-монтажник Виталий Валерьевич Сидоров. — Ҫулталӑк маларах Кунаккăлта выльăх пусмалли цех хута ятӑмӑр. Халӗ пирӗн ҫӗнӗ объект — Çирĕклĕри МТФ. Манпа пĕр бригадăра икӗ ӑстаҫӑ ӗҫлеҫҫӗ, опытлӑ сварщиксем Александр Сергеевич Волков тата Павел Валерьевич Попов. Хальхи вӑхӑтра сӗт-тавар ферминче виҫҫӗр пуҫа яхӑн мăйракаллă шултра выльăх пур. Эпир хӗллехи витесенче усракан ӗнесене ĕçтермелли ӑшӑ шыв валли ҫунтарма пысӑк хуран хатӗрлетпӗр. Хуран хутмалли вутӑ тулли калӑпӑшпа хатӗрленӗ. МТФ-ра ӗҫсен калăпăшĕ пысӑк.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕк çинче: А.С. Волков, В.В. Сидоров и П.В. Попов.

 

Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ
Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ
Çирĕклĕ ферминче хуран лартаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: