Çутă çул
+24 °С
Дождь
Ял хуçалăхĕ
2 Декабря 2021, 16:32

Пушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

Фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

Пушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑПушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

Пушкӑрт Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, республикӑри ял хуҫалӑхӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8,5 процент япăхнă. Ҫакӑ ҫулла шӑрӑх ҫанталӑк пулнипе тыр-пула ҫуррине яхӑн çухатнипе ҫыхӑннӑ.
Фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫакӑ вӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче илнӗ укҫа-тенкĕ ҫумне хутшăнĕ. Производительсене укçа вӑрлӑх, выльӑх-чӗрлӗх тата выльӑх-чӗрлӗх апачĕ туянма кирлӗ. Тепӗр ҫул техника, удобрени туянма, химобработка тума , ака ирттерме тата унчченхи икӗ ҫул хушшинче пухăннă парӑмӗсене тÿлесе татма, субсидисем парӗҫ. Ҫак тӗллевсем валли 3,5 миллиард пӑхса хӑварнӑ .
Республикăра ял хуҫалӑх продукцине ĕçлесе хатĕрлессин пысӑк вӑй-хӑвачĕ пур. Халӗ вӑл начартарах аталаннӑ. Сӑлтавӗ нумай - инфраструктурсенчен пуҫласа йĕркелесе ярасси таран. Нумай ҫӗрте оборудовани кивелсе пĕтнĕ. Ҫавна май республикăра апат-ҫимӗҫ тата ĕçлесе хатĕрлекен промышленноҫа аталантармалли ултӑ ҫулхи программӑна хатӗрленĕ. Вӑл отрасльти ҫивӗч ыйтусене татса памалла, ҫакӑ бизнес валли чи лайăх условисем туса парассине пӗлтерет.
Тӗп тӗллевсене палӑртнă: пӗчӗк тирпейлекенсемпе ĕçлесе хатĕрлекен кооперативсене аталантарасси; республика продукцине тулашри тата шалти рыноксенче популяризацилесси тата малалла тӑсасси. Ҫакӑ пире ҫӗнӗ производство уçма, тирпейлемелли калӑпӑшсене ӳстерме тата хатӗр продукци ассортиментне анлӑлатма май парать . Тӗп мерӑсем хушшинче - ҫӑмӑллатнă кредитсем пани; ял хуҫалӑх техникине, оборудованине тата алкогольсăр шывсем тумалли чĕртавар туянма кайнă тӑкаксен пӗр пайне тавăрса пани; производствӑсене модернизацилемелли тӑкаксен компенсацийӗ; "Росагролизинг" программа шайӗнче лизинг тӳлевӗсене субсидилесси. Пӗчӗк предприятисене грант уйӑрса парĕç.
Пӗтӗмӗшле илсен, 2026 ҫул тӗлне туса илекен тата апат-ҫимӗҫ заводӗсен шутне пинрен пуҫласа икӗ пин таран ӳстерме палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанри фермерсене пулӑшма миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас