Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Декабрӗн 2021, 11:04

Антоновăн хуҫалӑхĕ аталанать

Лысогоркӑри Сергей Антоновӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ҫирӗп ӳсекен кӑтартӑвӗсем куҫ умӗнчех.  

Антоновăн хуҫалӑхĕ аталанать
Антоновăн хуҫалӑхĕ аталанать

Лысогоркӑри Сергей Антоновӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ҫирӗп ӳсекен кӑтартӑвӗсем куҫ умӗнчех.

— Пирӗн çемье фермер хуçалăхĕн ферминче хура-чӑпар тата симменталь ӑратлӑ 165 ӗне пур, — тет фермер Сергей Антонов, пӗтӗм пӳлӗмсемпе картӑсене кӑтартса. — Вӗсенчен 80-шĕ сӑвакан ӗнесем. Механизациленӗ сӑвӑма мӑшӑрпа Екатерина Викторовнӑпа хамăр ирттеретпĕр. Ӗнесем пăрулама пуҫларĕç ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть-ха, пӗр-икӗ ҫул каялла, ҫак ферма кивӗ те пушанса юлнӑ, Антоновсен ҫемйине "еткерлӗхе" лекнӗ картасене пăхса кулянса çÿремеллеччĕ, ҫитменнине тата арканнӑ колхозран тӳлесе илме тивнӗ вĕсене. Паянхи кун сӗт-тавар фермин сӑн-сӑпачӗ тултан та, шалтан та улшăннă, кунта тӗп юсав ӗҫӗсене епле йӗркелени тата пахалӑхӗ тӗлӗнтерет. Пӳлӗмсене пурне те юсанӑ, йӗри-тавра йӗрке. Пӑру витинче пĕчĕк выльăх валли чӑн-чӑн условисем туса панӑ: ҫутӑ, ӑшӑ. Выльӑх апат сырашĕсенче ӑшӑ шыв тата тутлӑ утӑ. Хӑвӑрт ӳсмешкӗн вӗсене тин сунă сĕт ĕçтереççĕ. Кунсерен икӗ хут сунӑ хыҫҫӑн ӗнесенчен юлнӑ пӗр улӑм пӗрчи те, пӗр пылчӑк та ҫукки, идеаллӑ тасалӑхпа сумалли зал тӗлӗнтерет.

— Типӗ ҫул ытти хуҫалӑхсенчи пекех выльӑх апачӗ хатӗрлессинче палăрчĕ, — тет Сергей Виталиевич. — Ҫапах та кӑҫал ҫулла эпир выльӑх апачӗпе фураж тырри хатӗрлерӗмӗр. Ĕне выльăх йышӗ пирӗн ӳссе пырать. Эпир икӗ кун хушшинче 700 литр сӗт сăватпӑр та сӗт комбинатне паратпӑр.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Антоновăн хуҫалӑхĕ аталанать
Антоновăн хуҫалӑхĕ аталанать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: