

РФ Правительствин хушӑвӗпе Пушкăртстана килӗшӳллӗн тата 498,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак суммӑран 64 млн яхӑн тенкӗ агропромышленноҫ комплексӗн объекчӗсене туса хатӗрлеме тата ҫӗнетме илсе каякан тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма, выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсене сӗт çул-йĕрĕ, сурӑх ӗрчетмелли комплекссене (фермăсене) аш-какай енĕпе ĕçлекенсене, ҫавӑн пекех ӳсентӑранра селекципе вӑрлӑх ӗрчетмелли центрсене хута яма кайӗ.
Укҫа -тенкӗн тӗп пайӗ - 434 млн тенкĕ яхӑн - сӗт паракан шултра выльӑха ӗрчетме тата тытма пурнӑҫлакан, выльӑх апачӗ туянма каякан тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма ярĕç.
"Кӑҫал ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем нумайӑшӗ, ҫанталӑк условийӗсене пула, выльăх курăмĕ ҫителӗклӗ хатӗрлесе ҫитереймен. Аграрисен выльӑх апачӗ хутăшĕ, утӑ, фураж, ытти выльӑх апачӗ сахал мар туянма тиврӗ. Федеральлĕ бюджетран панă пулăшу, май килнӗ таран, выльӑх-чӗрлӗх йышне, республикăн хуçалăхĕсен экономикине сыхласа хӑварма пулӑшӗ", - терӗ ПР ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Фарит Валитов.
"Башинформ" информацийĕпе.