Çутă çул
+24 °С
Дождь
Ял хуçалăхĕ
14 Января 2022, 04:13

Пушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă

Палӑртса хӑваратпӑр: 2019 ҫулта асӑннӑ пулӑшу тӗсӗ 5,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.  

Пушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панăПушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă
Пушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă

Пӗлтӗр ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене Пушкӑртстан бюджетӗнчен 40 ытла енлӗ субсидисем уйӑрса панӑ. 

ПР Правительствин премьер-министрӗн заместителӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, республика аграрийӗ 2021 ҫулта кӑткӑс лару-тӑрура та техника, ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх, вӑрлӑх тата удобрени активлӑ туяннӑ.

– Асӑннӑ мерӑсем, паллах, ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен ӗҫ–хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме тата инвестицисене отрасле явӑҫтарма пулӑшаҫҫӗ, — шутлать Пушкăрт финанс министрӗ Лира Игтисамова.

Субсидисене ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӑкакӗсене саплаштарма, ял хуҫалӑх техникисемпе оборудованийӗсем, минерал удобренийӗсем, ӑратлӑ выльăх, апат-ҫимӗҫ туянма, ял хуҫалӑх продукцийӗн тӗп тӗсӗсене сутма пурнӑҫлама, фермерсемпе ял хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗсене пулӑшу, страховани, кредитлани, агропромышленноҫ комплексӗн объекчӗсене тума тата ҫӗнетме, ҫавӑн пекех типĕ çанталăка пула ял хуҫалӑх организацийӗсен тӑкакӗсене саплаштарма янӑ.

Палӑртса хӑваратпӑр: 2019 ҫулта асӑннӑ пулӑшу тӗсӗ 5,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.

Çăлкуçĕ: Правительство РБ. 

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă
Пушкăртстан аграрийĕсене 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас