Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Кӑрлач 2022, 15:01

Шаранта "ӑслӑ" теплица пур

Ҫӗнӗ ҫул умӗн кунта Корей Республикинчен делегаци пулнă.

Шаранта "ӑслӑ" теплица пур
Шаранта "ӑслӑ" теплица пур

Шаранри Азат Галимов предпринимателӗн теплицӑсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 3,8 гектар шутланать. Юлашки ҫулсенче вӑл вӗсене самаях ҫӗнетнӗ: йывӑҫ каркассене металлран тунӑ, хальхи вӑхӑтра ӑшӑтмалли, тумлампа шӑвармалли системӑна юсанӑ. Нумаях пулмасть тата малалла кайнӑ, пушкӑрт тепличникӗсем хушшинче чи малти пулса кунта оборудовани вырнаҫтарнӑ, вӑл ҫын хутшӑнмасӑр темӗн чухлӗ манипуляци пурнӑҫлать: пӳлӗмсене уҫӑлтарать, шӑварать, тӑпрана имҫам кӗртет…

Ҫӗнӗ ҫул умӗн кунта Корей Республикинчен делегаци пулнӑ. Унӑн йышӗнче Чой Сын Ук — унта ҫав оборудовани туяннӑ компани директорӗ те пулнӑ. Корейсем каланӑ тӑрӑх, теплица комплексӗсен пуласлӑхӗ — ӑслӑ технологисем хыҫҫӑн. Ҫапла-и, шаран фермерӗ ҫывӑх вӑхӑтра тĕрĕслесе пӗлме сӑмах панӑ.

 Сӑмах май, 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Азат Галимова Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх сферинче республикăри чи лайӑх предпринимателӗ тесе йышӑннӑ.

https://resbash.ru/news/tekhnologi

Шаранта "ӑслӑ" теплица пур
Шаранта "ӑслӑ" теплица пур
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: