Ҫураки-2022 ҫӑмӑлах мар пулать, ӑна халех хатӗрленмелле, январĕн 19-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ҫураки ӗҫӗсене ирттерес енӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш агроконференцире çакна палӑртнӑ.
– Тӑпрари нӳрӗк, пӗлтӗрхи типӗ сезон пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх сахал юлчӗ. Ҫурхи нӳрӗкпе май килнӗ таран хӑвӑртрах усӑ курас тесен çуракине хӑвӑртрах вĕçлемелле. Ҫав хушӑрах удобрени хатӗрлемелле, вӗсен хакĕсене улăштарми пирки тунӑ килӗшӳсем 2022 ҫулхи май уйӑхӗн вӗҫне ҫитичченех вăйра тăраççĕ, — палӑртнă вице-премьер.
Ял хуҫалӑх министрӗн пĕрремĕш çумĕ Рамил Нуриахметов каланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта пушкӑрт аграрийӗсем ака ӗҫӗсене 20 миллиард тенке яхӑн тӑкаклаҫҫӗ, ку вӑл 2021 ҫулхинчен 3 миллиард тенкӗ ытларах. Финанс паракан тӗп ҫӑлкуҫ 1 процентран пуҫласа 5 процента ҫити ставкăллă ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем пулӗҫ. Иртнӗ ҫул ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсене 12,8 миллиард ытла ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем уйӑрса панӑ, вӗсенчен 6 миллиард тенкипе ҫураки ӗҫӗсем ирттерме усӑ курнӑ.
Министр çумĕ Ирик Сураков каласа панӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта акмалли лаптӑксем кăштах ӳсĕççĕ, 2 млн 835 пин га пулать.
Регион ял хуҫалӑх министрӗн çумĕ Павел Иофинов Пушкăртстанра ял хуҫалӑх техникине юсамалли планне тата графикне палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ. Февралӗн 1-мӗшӗ тӗлне трактор сцепкисене, сӳресене тата катоксене юсама палӑртнӑ, мартăн 20-мӗшӗ тӗлне ҫӗр ӗҫлекен тата ака-суха машинисене, апрелĕн 1-мӗшӗ тӗлне ҫуракине хутшӑнакан мĕнпур тракторсене юсама палӑртнӑ. Канашлура ҫӗнӗ тырпул пахалӑхĕн мониторингне, пестицидсен ҫаврӑнӑшне, агрострахованине тата ытти ыйтусене те пӑхса тухнă.
Çăлкуçĕ: Pravitelstvorb.ru
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.