Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн пленарлӑ ларӑвӗнче депутатсем "Пушкӑртстан республикинче ял хуҫалӑхне аталантарасси" Пушкăрт республикин саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" пӗрремӗш вулавра пӑхса тухма шутлаҫҫӗ.
Саккун проекчӗпе республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан тӗп ҫул-йӗрсен переченьне анлӑлатма сӗнеҫҫӗ, - пӗлтернӗ Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Сӑмахран, ҫав перечене лайӑхлатнă характеристикӑллă ял хуҫалӑх продукцийӗпе апат-ҫимӗҫ туса илесси кĕрет.
Парламент спикерӗ каланӑ тӑрӑх, "лайӑхлатнă характеристикӑсем" производствӑра пахалӑхлӑ чĕртавар тата "таса" технологисемпе ҫеҫ усӑ курма, кирлӗ мар инженери меслечӗсемпе, ионизациллĕ излученипе усӑ курма чарĕç. Уйрӑм требованисене чĕркев телĕшпе те лартĕç: ӑна тепӗр хут туса хатӗрлекен е био çĕрсе пĕтекен материалсенчен туса кӑлармалла.
"МГ" информацийĕпе.