Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Кӑрлач 2022, 09:28

Пушкăрт аграрийӗсем виҫӗ ҫул хушшинче 28,6 миллиард тенкӗлӗх техника туяннӑ

Пушкăрт аграрийӗсем юлашки виҫӗ ҫул хушшинче техникӑпа оборудовани 28,6 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ, республика пӗлтернӗ Ялхуҫалӑх министерствинче.  

Аграри ведомствинче палӑртнӑ тӑрӑх, регион агропромышленноҫ комплексӗн техника паркӗ ҫак ҫулсенче 10 пин единицӑна яхӑн ҫӗнелнӗ. Ҫав хушӑрах кунта АПК техника паркне ҫӗнетме уйӑрнӑ республика программи пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Республикӑри АПК республика программи ĕçленĕ 11 çул хушшинче — 2011 ҫултан пуҫласа 2021 ҫул таран техника паркне ҫӗнетмелли программӑпа Пушкӑртстан аграрийӗсем 31,1 пин ытла ял хуҫалӑх техники 58,3 миллиард тенкӗлĕх туяннӑ. Тӳлев субсидийӗсен калӑпӑшӗ 12 миллиард тенкӗрен те пысӑкрах.

Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министрӗн çумĕ Павел Иофинов палӑртнӑ тӑрӑх, техника паркне хастарлӑн ҫӗнетнине, регион ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсен энергипе тивӗҫтерессине пула 2022 ҫул тӗлне 176 лаша вӑйӗ 100 гектар сухалама ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку кӑтарту Раҫҫейре 154 лаша вӑйӗ шутланать.

Аса илтеретпӗр, АПК техника паркне ҫӗнетмелли регионти программа аграрисене ял хуҫалӑх техникипе оборудованине туяннӑшӑн субсидисем тӳлессине палӑртать. Туянма каякан тӑкаксен ҫурри таран саплаштараҫҫӗ вӗсене.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкăрт аграрийӗсем виҫӗ ҫул хушшинче 28,6 миллиард тенкӗлӗх техника туяннӑ
Пушкăрт аграрийӗсем виҫӗ ҫул хушшинче 28,6 миллиард тенкӗлӗх техника туяннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: