Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Кӑрлач 2022, 20:51

Пушкӑртстан парламенчӗ сыснасене харпӑр хуҫалӑхӗсенче ӗрчетме чарни ҫинчен Аш-какай союзӗн сӗнӗвне тишкерет

Парламентӑн спикерӗ шухăшламасăр йышӑнусем тума юрамасть тесе палӑртнӑ.

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗ Константин Толкачев Аграри, экологи тата ҫут ҫанталӑк ыйтӑвӗсен комитетне экспертсене хутăштарса республикӑри харпăр хăйĕн хуҫалӑхӗсенче сысна ӗрчетме чарма май пурри тата мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен калакан ыйтӑва тӗпчеме хушнă. Ҫакӑ республикӑра сыснасен хӑрушӑ чирĕ -африкӑри чума сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫакӑн пек сӗнӳпе маларах парламент ларӑвӗнче Пушкӑртстан Республикинчи Производительсен тата аш-какай тирпейлекенсен союзӗн председателӗ Виктор Фрейдин сӑмах илнӗ. Патшалӑх Пухӑвӗн спикерӗ каланӑ тӑрӑх, общество организацийӗсем саккунсем кӑлармалли пуҫару прависене пӗлмеҫҫӗ, анчах та парламентра професси пӗрлешӗвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ.
Парламентӑн спикерӗ шухăшламасăр йышӑнусем тума юрамасть тесе палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан парламенчӗ сыснасене харпӑр хуҫалӑхӗсенче ӗрчетме чарни ҫинчен Аш-какай союзӗн сӗнӗвне тишкерет
Пушкӑртстан парламенчӗ сыснасене харпӑр хуҫалӑхӗсенче ӗрчетме чарни ҫинчен Аш-какай союзӗн сӗнӗвне тишкерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: