Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Нарӑсӑн 2022, 20:39

Пушкӑрт аграрийӗсене ҫу çаптаракан культурăсене ÿстерме каякан тӑкакӗсене субсидилеҫҫӗ

Ҫак тӗллевсем валли 2022 ҫулта республика бюджечӗ 185,8 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта ҫу çаптаракан культурăсене, ӳсентӑран ҫӑвӗпе апат белокне туса хатӗрлемелли тӗп чӗртавар шутланаканскерсем, 50 районта ÿстернĕ, 344 пин гектар лаптăкра — 2020 ҫулхи шайӗнчен 11 процент нумайрах. Пӗлтӗр ырӑ мар ҫанталӑк условийӗсенче 408,7 пин тонна ҫу çаптаракан вăрлăх малтанхи виҫепе, гектар пуçне 11,8 ц тухӑҫлӑхӗпе танлашнӑ.
Ҫу çаптаракан культурисен калчисене ӳстересси малашлӑх республикӑри пур районта та пур, палӑртнă Ял хуҫалӑх министерствинче. 2022 ҫулта вӗсене 439 пин гектар лаптăка акма палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑрт аграрийӗсене ҫу çаптаракан культурăсене ÿстерме каякан тӑкакӗсене субсидилеҫҫӗ
Пушкӑрт аграрийӗсене ҫу çаптаракан культурăсене ÿстерме каякан тӑкакӗсене субсидилеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: