Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Нарӑсӑн 2022, 21:47

Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр йышне шутланă

Уфара пӗтӗм тӗнчери пыл хурчӗсен ассоциацийӗсен "Апимондия" отрасль конгресӗ тата "АпиЭкспо" курав иртĕ.

Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр йышне шутланă
Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр йышне шутланă

Республикӑри пыл хурчӗсене пуринчен ытла Иглин, Гафури тата Кугарчă районӗсенче тытаççĕ.
Пушкӑртстанра 287 пин пыл хурчӗсен çемйи шутланать. Ҫакна 2021 ҫулхи кӗрхи ревизисем кӑтартса панӑ.
Чи нумай пыл илнĕ Иглин районӗнче, унта 18,2 пин пыл хурчӗн çемйи шутланать.
Вӗлле хурчӗсен çемйисен 90 проценчӗ халӑхӑн хушма хуҫалӑхӗсенче пурӑнать, фермерсен тӳпи 8 процент ытла, ял хуҫалӑх предприятийӗсен тӳпи – 1 процентран кая мар.
Аса илтеретпӗр, 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче республикӑн тӗп хули хурт-хӑмӑр ӗрчетекен пĕтĕм тĕнчери пӗрлӗхе пӗрлештерӗ. Уфара пӗтӗм тӗнчери пыл хурчӗсен ассоциацийӗсен "Апимондия" отрасль конгресӗ тата "АпиЭкспо" курав иртĕ.
Ҫӑлкуҫĕ: ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.

 

Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр йышне шутланă
Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр йышне шутланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: