

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем 2019 ҫултан пуҫласа 2021 ҫулччен "Росагролизинг" патшалӑх компанийӗн ҫӑмӑллатнă условийӗсемпе усӑ курса 1057 единица ял хуҫалӑх техники туяннӑ. Февралӗн 8-мӗшӗнче зонăри агрономи конференцийӗнче лизинг пулӑшнипе республикӑри хуҫалӑхсенче ҫӗнӗ ял хуҫалӑх техники нумай туяннине палӑртнӑ.
"Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг – ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермер хуҫалӑхӗн техника паркне ҫӗнетме, модернизаци тума, вӗсене туянма укҫа-тенкӗ пӗр харӑсах хывмасӑр ҫӗнетмелли май, - шутлать вице - премьер, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов. Ҫапла майпа удобрени, вӑрлӑх, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем туянма ҫивӗч тӑкаксемшӗн укҫа-тенкӗ сыхласа хӑварма пулать".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.