Çутă çул
+28 °С
Облачно
Ял хуçалăхĕ
11 Февраля 2022, 16:07

Пушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑ

КФХ ертӳҫи Эльвира Несмиянова каланӑ тӑрӑх, туса хатӗрленӗ условисенче ҫуллен 10 тонна хатӗр продукци кӑларма май пулать.

Пушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑПушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑ


Пушкӑртстанӑн Караидель районӗнче клариевлă сомсем ӳстермелли акваферма уҫӑлнă, пӗлтернĕ муниципалитетра.
"Кашни ҫуртра сом" проекта МСП пулӑшӑвӗ паракан наци проекчӗн шайӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ шайра пурнӑҫланӑ.
Сом ÿстерекен аквафермӑна Эльвира Несмиянова хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ уҫнӑ. Ӑна тума патшалӑх программипе финанс пулӑшӑвне илнӗ. Патшалӑх пулӑшнине пула клариевлă сомăн вăлчисене ӳстерме оборудовани кăрса лартнă.
КФХ ертӳҫи Эльвира Несмиянова каланӑ тӑрӑх, туса хатӗрленӗ условисенче ҫуллен 10 тонна хатӗр продукци кӑларма май пулать.
Предпринимателӗн малашнехи планӗсенче - пур ҫуртсене юсасси, сивӗтмелли оборудование вырнаҫтарасси, тĕтĕмлемелли цеха тата пулла тирпейлемелли цехсене хута ярасси.
"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Уçă çăлкуçран.

Пушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра клариевлă сомсем ҫитӗнтермелли акваферма уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас