Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Нарӑсӑн 2022, 21:07

Аскин районӗнче рапс тирпейлекен завод ӗҫлеме пуҫланӑ

Радий Хабиров заводӑн пӗрремӗш черетне хута яни ҫинчен каласа панă.

Аскин районӗнче рапс тирпейлекен завод ӗҫлеме пуҫланӑ
Аскин районӗнче рапс тирпейлекен завод ӗҫлеме пуҫланӑ


Радий Хабиров заводӑн пӗрремӗш черетне хута яни ҫинчен каласа панă.
Завод тӑвас ӗҫӗн проектне 2019 ҫулхи март уйӑхӗнче инвестици сехетĕнче пӑхса тухнӑ. Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, завод ҫу çаптаракан культурăсене - йӗтӗне, рапса, горчицанумайрах акса ӳстерме май парать.
Заводра ҫулталӑкра 30 пин тонна вӑрлӑх туса хатӗрлеме тата ҫулталӑкра 10 пин тонна ытла ӳсентӑран ҫӑвӗ туса кӑларма палӑртаҫҫӗ. Хабиров проектра пӗр вӑхӑтра 50 пин тонна таран упрамалли элеватор пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑ регионта рапс ҫитӗнтерессине, упрассине тата тирпейлессине, ҫавӑн пекех ӑна тупӑшлӑ хаксемпе сутассине пӗлтерет.
Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 1,5 миллиард ытла. Заводра пӗтӗмӗшле илсен 150 яхӑн ҫын ӗҫлӗ. Пушкӑртшӑн регион Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ стратегиллĕ пысӑк предприяти.
"МГ" информацийĕпе.

Аскин районӗнче рапс тирпейлекен завод ӗҫлеме пуҫланӑ
Аскин районӗнче рапс тирпейлекен завод ӗҫлеме пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: