Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Мартӑн 2022, 13:26

Пушкӑртстан Раҫҫейри пысӑк Агропромышленность форумӗн хӑнисене кӗтет

"АгроКомплекс"-2022 курава хутшӑнма Раҫҫейри 21 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 230 компани хăйсем хутшăнассине ҫирӗплетнӗ.

Пушкӑртстан Раҫҫейри пысӑк Агропромышленность форумӗн хӑнисене кӗтет
Пушкӑртстан Раҫҫейри пысӑк Агропромышленность форумӗн хӑнисене кӗтет


Мартăн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшĕччен Уфара 32-мӗш пӗтӗм тӗнчери "АгроКомплекс" специализациленӗ курав тата Агропромышленноҫ форумӗ - Раҫҫейри чи пысӑк отрасль пулӑмӗ иртет. Кун пирки республика правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
"АгроКомплекс"-2022 курава хутшӑнма Раҫҫейри 21 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 230 компани хăйсем хутшăнассине ҫирӗплетнӗ. Ҫитес куравра Пушкӑртстанри фермер хуҫалӑхӗсенчен тата Раҫҫейри производительсен продукчĕсене ярмӑрккӑна уйӑрса парӗҫ.
Форумра Беларуҫин ялхуçалăх министерствин тата Беларуҫри суту-илӳпе промышленность палатин, Тутарстан ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ министерствин, Оренбург облаҫӗн ял хуҫалӑх, суту-илӳ, апат-ҫимӗҫ тата тирпейлекен промышленность министерствисен делегацийӗсем хутшӑнма палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртстан Раҫҫейри пысӑк Агропромышленность форумӗн хӑнисене кӗтет
Пушкӑртстан Раҫҫейри пысӑк Агропромышленность форумӗн хӑнисене кӗтет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: