Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
2 Мартӑн 2022, 13:33

Яваплӑ самант ҫитет

Ситекри "Урожай" ООО ял хуҫалӑх техникипе сӳресене хатӗрлес ӗҫе вӗҫлеҫҫӗ.  

Яваплӑ самант ҫитет
Яваплӑ самант ҫитет

Механизаторсем кашни кун хӑйсен хуҫалӑхӗнчи юсав мастерскойне ҫирӗплетнӗ техника тӗввисемпе механизмӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса йӗркелеме тата юсама ҫӳреҫҫӗ. Машинӑпа трактор мастерскойӗнче юсав ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен "Урожай" ООО ертӳҫи Юрий Иванов каласа парать.

— Пӗлтӗртенпех пирӗн автономиллӗ ăшăтакан тӑватӑ трактор вырнаçмалăх юсав мастерскойӗ ӗҫлет, — тет Юрий Иванович. — Ҫӗнӗ те ҫутӑ лайӑх ӑшӑтнӑ ҫуртра кран (3,2 тонна) тата токарь станокӗ пур. Тракторсемпе машинӑсене юсама кунта лайӑх условисем йӗркеленӗ. Сӳрене юсамалли завод станокӗ те ҫавӑнтах тӑрать. Районта ун пек икӗ станок ҫеҫ пур. Кунта Олег Саватнеевпа Аркадий Мельников тӑрӑшса ӗҫлерĕç.

Хуҫалӑх ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, тракторсемпе ял хуҫалӑх машинисене юсас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Чи ҫывӑх вӑхӑтра кунта уй-хире хӑвӑртрах тухмалли агрегатсене комплектлама тата механизаторсене ҫулсерен агромехвĕренÿпе аттестацилеме, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх предприятийӗсен ĕçченĕсене тӑпрана хатĕрлемелли технологин юлашки ҫӗнӗлӗхӗсене ҫитерме палӑртнӑ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Яваплӑ самант ҫитет
Яваплӑ самант ҫитет
Яваплӑ самант ҫитет
Яваплӑ самант ҫитет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: