Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Мартӑн 2022, 11:03

Механизатор ĕçне лайăх пĕлет

"Родник" Агрофирма ОООра Йăлпăлакри ҫамрӑк механизатор Владислав Никитин хастар ĕçлет.  

Механизатор ĕçне лайăх пĕлет
Механизатор ĕçне лайăх пĕлет

"Родник" Агрофирма ОООра Йăлпăлакри ҫамрӑк механизатор Владислав Никитин хастар ĕçлет.

Ял хуҫалӑх предприятийӗн тӗп специалисчӗ Иксан Валеев ку хуҫалӑхра чылай ҫул хушши тракторсемпе тата комбайнсемпе тăрăшакан механизаторсен Никитинсен династийӗн тӗслӗхне илсе кӑтартать. Кусем — Йăлпăлакри Александр тата Алексей Никитинсем. Пиллӗкмӗш ҫул ашшӗпе пĕрле хуҫалӑхра ҫамрӑк механизатор Владислав Александрович Никитин та тӑрӑшса ӗҫлет. Вӑл ашшӗпе пӗлтӗр Т-150 тракторпа черетлӗн ӗҫленӗ, ҫуркуннеренпех нӳрӗке хупнинчен пуçласа вырма вӑхӑчĕ вӗҫленичченех.

— Пирӗн Никитинсен характерӗнче шаннӑ техникӑна ăста пĕлни тата ăна хисеплени палӑрать, — малалла калать Иксан Идрисович. — Ку вӑл техникӑна ӑста тытса пынипе тата куллен техникăна тĕрĕслесе тăнине пĕлтерет, тӗрлӗ узелсемпе механизмсен ӗҫне питӗ лайӑх пӗлнинче палӑрать. Эпӗ ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫлерӗм, ҫавӑнпа та чӑн-чӑн механизатора калаҫнинчен тата хӑйне мӗнле тыткаланинчен, трактор е комбайн кабинине мĕнле ларнинчен те палӑртма пултаратӑп. Акӑ Никитинсем чӑн-чӑн механизаторсем тесе калама пултаратăп, вĕсем пысӑк мухтава тивӗҫлӗ! Ҫамрӑк Владиславӑн та механизатор ăсталăхĕ ҫителӗклӗ. Вӑл шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепейри ял хуҫалӑх техникумне пĕтернĕ. Ял хуҫалӑх техникинче те, тракторсенче те, комбайнсенче те лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа та кӑҫал хуҫалӑх ертӳлӗхӗ ӑна хăватлă К-744 трактор шанса панӑ. Ку техникӑпа каччӑ питӗ лайӑх ӗҫлет. Вырма вӑхӑтĕнче вӑл каллех "Палессе" тырӑ выракан комбайн ҫине куҫать.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Механизатор ĕçне лайăх пĕлет
Механизатор ĕçне лайăх пĕлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: