Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Мартӑн 2022, 09:14

Çуракине вăхăтлă пуçлĕç

Дюсянри "Марс" ОООн тракторӗсемпе кăкарса ĕçлемелли хатӗрӗсем ҫураки ӗҫӗсене ирттерме хатӗр  

Çуракине вăхăтлă пуçлĕç
Çуракине вăхăтлă пуçлĕç

Дюсянри "Марс" ОООн тракторӗсемпе кăкарса ĕçлемелли хатӗрӗсем ҫураки ӗҫӗсене ирттерме хатӗр

Кӑҫал районти ялхуҫалӑх предприятийӗсенчен пĕрремĕшĕ тракторсене çурхи уй-хир ӗҫĕсене ирттерме хатӗрленсе линейка ҫине лартнӑ хуçалăх "Марс" ООО пулчӗ. Дюсянсем районти ытти хуҫалӑхсенчен эрне маларах ҫураки ӗҫӗсен тулли цикл ирттерме тытӑнаҫҫӗ.

— "Марс" ООО балансӗнче тата районти Гостехнадзор инспекцийӗнче тракторсен, самоходнăй машинисен тата прицепсен 14 единици пур, — тет Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн инспекторӗ Эдуард Григорьев. — Техосмотра тăратнă техника ҫӗр проценчӗпех ҫураки ӗҫӗсене хатӗрри савӑнтарать.

— Эпир хаксене ӳстериччен маларах 27 тонна ГСМ тата ҫу илсе килтӗмӗр, — каласа парать хуҫалӑх ертӳҫи Рустам Рамзилевич Бадретдинов. — МТЗ-82 кустӑрмаллă трактора "Башсельхозтехника" ОООн Чишма заводӗнче тӗплĕ юсав ӗҫне турӗҫ. Иккӗмӗш К-700 тракторра Пелепейре гарантипе юсарăмăр, тӗп юсав ӗҫне вӗҫлес вӑхӑт ҫывхарса пырать. Тыр-пул акмалли вӑрлӑхсене эпир йӑлтах имçамланă. Вӗсем элитлӑ тата пӗрремӗш репродукциллĕ. Хуҫалӑхра механизаторӗсем те çителĕклĕ. Вӗсем пирӗн ҫичӗ ҫын. Вӗсем пурте тӗрлӗ маркăллă тракторӗсемпе ĕçлесе нумай опыт пухнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра механизаторсене вӗрентессине тата медицина тӗрӗслевне ирттерме палӑртса хуратпӑр.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Çуракине вăхăтлă пуçлĕç
Çуракине вăхăтлă пуçлĕç
Çуракине вăхăтлă пуçлĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: