Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Мартӑн 2022, 12:08

Пысӑк йыш валли фураж хатӗрлет

Боголюбовкăри Алексей Игнатьев Коваленкон фермерпа хресчен хуçалăхĕнче тÿрĕ кӑмӑлтан ӗҫлет.  

Пысӑк йыш валли фураж хатӗрлет
Пысӑк йыш валли фураж хатӗрлет

Боголюбовкăри Алексей Игнатьев Коваленкон фермерпа хресчен хуçалăхĕнче тÿрĕ кӑмӑлтан ӗҫлет

— Эпӗ Ситекре ҫуралса ӳснӗ, — тет Алексей Емельянович. — Анчах атте-анне совет вӑхӑтӗнчех Боголюбовкӑна пурӑнма куҫнӑ. Эпӗ кунта 1992 ҫултанпа пурӑнатӑп тата ӗҫлетӗп. Вӑтӑр ҫул хушшинче тӗрлӗ техникӑпа ытларах вăй хунă. Анчах хальхи вӑхӑтра фуражирта ӗҫлетӗп: фураж ҫӑнӑхӗ хатӗрлетӗп, тӗрлӗ апат хушатӑп, выльӑх-чӗрлӗхĕн пысăк йышӗ валли тутлӑхлӑ хутӑшсем тăватăп. Кунта выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче хура-ула ӑратлӑ ултҫӗр пуҫа яхӑн ӗне пур, вĕсен çумне пушкӑрт ăратлă 270 лаша та пур. Выльӑх-чӗрлӗх пӗтӗмӗшле йышӗ 1200 яхӑн пуҫ шутланать. Халӗ ытларах урпа авăртма тивет. Кашни кун пилӗк тонна. Мӑшӑр кунтах дояркӑра ӗҫлет. Ачасем ӳссе çитĕрннĕ ĕнтĕ, уйрӑм пурӑнаҫҫӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Пысӑк йыш валли фураж хатӗрлет
Пысӑк йыш валли фураж хатӗрлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: