Ситекри çĕр ĕçченĕсем техникăна хатĕрлĕх ретне тăратнă.
Ҫак кунсенче уй-хир ӗҫне хатĕр самоходнăй машинăсене "Урожай" ООО машинӑпа трактор паркӗнче курма пулчӗ. Ҫулленех техника тӗрӗслевне ирттерекен комиссие трактор картишӗ ӗҫлекен двигательсен хӑватлӑ та пӗр тикӗс шавӗпе кӗтсе илет. Тирпейленӗ тата сӑрланӑ тракторсене парадри смотра пек лартнӑ, вӗсем ыранах тенĕ пек хирти ӗҫсене тухма хатӗр.
— Кĕрхи культурăсем пирӗн 290 гектар ҫинче вырнаҫаççĕ, ҫуртрисене вара 1085 гектар площадьре акма палăртнă, — тет нумай ҫул ӗҫ опычӗ пухнă хуçалăха ертсе пыракан Юрий Иванович Иванов. — Техника культурисем йĕтĕнпе хӗвелҫаврӑнӑш тата рыжик 850 гектар ҫинче акăпăр. Вӑрлӑх фондне пӗтӗмӗшпех акма хатӗрленĕ: ӑна сӑтӑрҫӑсенчен тасатнӑ тата имçамланӑ. Акмалли агрегатсемпе прицеп хатӗрӗсене эпир юр тыткӑнӗнчен ирӗке кӑлартӑмӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур механизмпа узелсене техуходпа регулировкӑлама тытӑнатпӑр. Хуҫалӑх механизаторӗсен штатне тивӗҫлӗ приказпа йӗркеленӗ. Коллектив 11 ҫынран тӑрать. Вӗсемшӗн эпир уй-хир ӗҫӗсене тулли цикл ирттермелли ҫӗнӗ спецтумтир туянтӑмӑр. Самоходнăй машинăсене тата тырӑ вырмалли комбайнсене, курăм хатĕрлемелли комбайнсене медаптечкипе тивӗҫтернӗ.
Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗнче "Урожай" ОООра надзор техники регистрациленӗ: самоходнӑй машинӑсен 19 единици (комбайнсене кӗртсе) тата икӗ прицеп. Вӗсенчен — 12 кустӑрмаллӑ тата пӗр гусеницӑллӑ ДТ-75 трактор.
— Палӑртма кӑмӑллӑ: Ситек механизаторӗсем ҫирӗплетнӗ техникӑна яланах яваплӑн пăхса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшне икшер единица самоходнăй машини шанса панӑ, — тет Пишпӳлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн тӗп инспекторӗ Эдуард Григорьев. — Ҫавӑн пек хуҫалӑхсене килме тата тракторсемпе прицепсене тивӗҫлӗн пӑхса тӑрас тата юсаса тӑрас ӗҫ мӗнле пынине курма кӑмӑллӑ. Кунта техникӑн 90 проценчĕ хатӗр. Икӗ тракторпа пӗчӗк асӑрхаттарусем ҫеҫ пулчӗҫ, ака кампанийӗ пуҫланиччен вĕсене пĕтереççех.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.