Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Мартӑн 2022, 20:23

Пушкӑртстанра ҫурхи уй-хире ӗҫлеме 11 пине яхӑн трактор агрегачӗ тухӗ

Чӑрмавсем сиксе тухсан та республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем ҫӗнӗ техника активлӑ туянаҫҫӗ.

2022 ҫулхи ҫурхи уй-хир ӗҫӗсенче тӑпра хатĕрлеме 11 пине яхӑн трактор агрегачӗ тухĕ, ку вӑл унчченхинчен 173 единица нумайрах, палӑртнӑ ПР вице-премьерĕ, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ПР правительствинчи оперативлӑ канашлура.
Ҫураки ӗҫӗсене хутшӑнакан тракторсене техника тӗлӗшӗнчен тишкересси хастар пырать, ӑна апрелĕн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Мартӑн 25-мӗшӗ тӗлне 5 317 трактор е 47 процент техосмотр иртнӗ.
Чӑрмавсем сиксе тухсан та республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем ҫӗнӗ техника активлӑ туянаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстанра ҫурхи уй-хире ӗҫлеме  11 пине яхӑн трактор агрегачӗ тухӗ
Пушкӑртстанра ҫурхи уй-хире ӗҫлеме 11 пине яхӑн трактор агрегачӗ тухӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: