Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
15 Апрелӗн 2022, 15:38

Пушкӑрт аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисене ытларах акĕç

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑрт аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисене ытларах акĕç
Пушкӑрт аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисене ытларах акĕç

Пушкӑртстан Ялхуҫалӑх министрĕ - Правительство вице-премьерӗ Ильшат Фазрахманов кӑҫал регион аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисем çине ставка туни ҫинчен каласа пачӗ.
ЦУРта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Объясняем. Башкортостан» проект шайӗнче Ильшат Фазрахманов, ака тытӑмӗ агрономи требованийӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркеленет, тесе ăнлантарнă.
"Тырӑ культурисен запасне апат-ҫимӗҫ валли те, выльӑх апачӗ валли те, сутма та çителĕклĕ хатĕрлемелле, - палӑртнă вӑл. — Эпир сахӑр кӑшманӗн плантацийӗсене 47 пин гектар таран ӳстеретпӗр. Ҫакӑ тымарçимĕçсене 1,8 миллион тонна калӑпӑшпа пухассине шанма май парать".
Унсӑр пуҫне, виҫӗ ҫул каялла Пушкӑрт ялхуҫалӑхӗ аграрисене пысӑк маржиналлӑ культурӑсем ҫине куҫма сӗннӗ, мӗншӗн тесен тырӑ хакӗ ӳсмен. Ҫавӑнпа та альтернатива — рапс тата йӗтӗн тупнӑ.
Ҫав хушӑрах Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри ял хуҫалӑх министерствин июнӗн 1-мӗшӗччен аграрисене пур субсидие те, федераципе республика, пама уҫӑмлӑ кӑтартăвĕ пур.
"Эпир ҫапла тӑвӑпӑр та. Ку ҫурхи уй-хир ӗҫĕсем валли 3 миллиарда яхӑн тенкӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ кӗске кредитсене субсидилеме пирӗн региона 760 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Паян аграрисен пӗтӗм лимитне "суйланӑ", ку 7-8 миллиарда яхӑн ҫӑмӑллӑхлӑ çулталăка паракан кредит, 5 процент таран ставка тӑрӑх. Тата хушма лимит ыйтрӑмӑр", — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑрт аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисене ытларах акĕç
Пушкӑрт аграрийӗсем мӗнле ялхуҫалӑх культурисене ытларах акĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: