Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Майӑн 2022, 22:00

"Агростартап" Стерлитамак фермерне кӑмпа производствинчи бизнеса ҫирӗплетме пулӑшнă

Ҫак укҫапа фермер производство ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ.

"Агростартап" Стерлитамак фермерне кӑмпа производствинчи бизнеса ҫирӗплетме пулӑшнă
"Агростартап" Стерлитамак фермерне кӑмпа производствинчи бизнеса ҫирӗплетме пулӑшнă

Пушкӑртстанри Стерлитамак районӗнчи Айрат Ишмияров предприниматель кӑмпа фермерӗ пек чапа тухнӑ. 2020 ҫулта вӑл шампиньонсемпе трюфельсем ӳстермелли фермер хуҫалӑхне уҫнӑ.
Малтан фермер хӑйӗн мӑшӑрӗпе Айгульпе кӑмпа ҫитӗнтернӗ, кирлӗ технологисене хӑйсен ҫурчӗн подвалӗнчех йĕркеленĕ. Каярахпа, ӗҫ тӑвалла хӑпарса продукцие ыйтма тытӑнсан, фермер Ҫӗнӗ Васильевка ялӗнче выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн кормоцехӗ пулнӑ ҫуртне тӳлесе илнӗ.
Паллах, кӑмпа производствине анлӑлатас ӗҫре патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк вырӑн йышӑннă. Ялти предприниматель 2020 ҫулта "Агростартап" программӑна хутшӑннă, вӑл "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен акселерацийӗ" наци проекчӗн регионти программипе "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси" программӑна хутшӑннă. Айрат Ишмияров конкурс процедурисене ӑнӑҫлӑ иртнĕ те 3 миллион тенкӗ виҫепе грант выляса илнĕ. Ҫак укҫапа фермер производство ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ.
"МГ" информацийĕпе.

 

"Агростартап" Стерлитамак фермерне кӑмпа производствинчи бизнеса ҫирӗплетме пулӑшнă
"Агростартап" Стерлитамак фермерне кӑмпа производствинчи бизнеса ҫирӗплетме пулӑшнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: